Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хумри Ишек

Республикӑра
tatarstan24.tv сайтри сӑн
tatarstan24.tv сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи утарҫӑсем кулянаҫҫӗ: унта пыл хурчӗсем нумай вилеҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Ҫакна вӗсем уй-хире ҫум-курӑка пӗтерекен химикат сапнипе ӑнлантараҫҫӗ.

Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ, вилнӗ вӗлле хурчӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пыл хурчӗсем Хурамал ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗнӗ Выҫли, Чӑрӑшкасси, Хумри Ишек ялӗсенче вилнӗ. Унта пыл хурчӗсен 50 проценчӗ вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫакӑ рапс уйне пестицидсемпе сапнипе пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шӑпах халӗ, утӑ уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче, сапнӑ-мӗн. Кун пек ӗҫсем туса ирттересси пирки вӗлле хурчӗ ӑстисене юлашки хутчен ҫӗртмен 16-18-мӗшӗсенче асӑрхаттарнӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/98058
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишек ялӗнче Хӗрлӗ Ҫар салтакӗн ӳт юлашкине тивӗҫлипе пытарнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫса пуҫ хунӑ.

Михаил Кириллович Кириллов 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ. Унӑн ӳт юлашкине кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче шыравҫӑсен отрячӗ тупнӑ. Ун чухне вӗсем Хӗрлӗ Ҫарӑн 28 салтакӗн ӳт юлашкине шыраса тупнӑ. Пӗрин кашӑкӗ ҫине "Кириллов М" тесе ҫырнӑ. Унӑн япалисем те тупӑннӑ: салтак каски, кӑранташ, ҫӑлтӑр, ҫӗҫӗ, 20 тата 2 пуслӑх укҫа.

Салтак ӳчӗн юлашкине пытарнӑ ҫӗре тӳре-шара, Михаил Кирилловӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84029
 

Республикӑра
Йӗпреҫ районӗнче шар курнӑ ҫуртсем
Йӗпреҫ районӗнче шар курнӑ ҫуртсем

Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ.

Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ.

Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ.

Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79992
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть